Ҫӗркаҫ, 19 сехет тӗлӗнче, Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура патӗнче хӑрушла инкек пулнине, унпа ҫыхӑннӑ хыпарсене Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче 12 ҫын вилнине малтан пӗлтерчӗҫ, тепӗр пӗр-ик сехетрен хыпара ҫӗнетрӗҫ. Вилнисен шучӗ, Турра шӗкӗр, пӗр ҫын сахалраххи палӑрчӗ. Усал хыпар федерацин телекуравӗ тӑрӑх хӑвӑрт сарӑлчӗ.
Паян Чӑваш Енре хурлану кунӗ тесе пӗлтерчӗҫ, вилнисен тата аманнисен ҫемйисене укҫан пулӑшма йышӑнчӗҫ. Паллӑ ӗнтӗ, нимле кӗмӗл те хуйха сиреймӗ. Анчах шута хуни пӗрех паха. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара хурланнине палӑртса ҫветтуй Улатимӗр кнеҫ палӑкӗ умне чечек хунӑ. Тӳре-шара та, ахаль ҫынсем те, чиркӳре ӗҫлекенсем те.
Историе аса илсен, сӑмах май, ҫакна та палӑртмалла: Улатимӗр кнеҫ пирӗн асаттесене — пӑлхарсене — хирӗҫ темиҫе хут та вӑрҫӑпа тухнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулне сума сӑвакансенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Улатимӗр кнеҫ палӑкӗ умне чечек хуни вырӑнлах мар.
Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче Кӗр сӑри уявне ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкар район администрацийӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ. Уяв юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла.
Унта хутшӑнакансене 10 сехетре регистрацилеме пуҫлӗҫ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 11 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн мероприяти малалла тӑсӑлӗ. Кӗр пуянлӑхӗпе паллаштаракан апат-ҫимӗҫ куравне 12 сехетре уҫӗҫ. 12 сехет те 30 минутра чӑваш ӗҫми-ҫимин конкурсӗ те иртӗ.
Юрра-ташша юратакансем валли те ҫав кун чун киленӗҫӗ тупӑнӗ. Малтан концерт пулӗ, унтан вӗсем валли ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвне те программӑна кӗртнӗ.
Шупашкар районӗнче 2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Шупашкар районӗнче тата Шупашкарта пурӑнакансем «Юрма» предприятинчен сарӑлакан каяш шӑрши тӗлӗшпе нумай шавлаҫҫӗ. Хапрӑка хупмалла тесе петици ҫыракансем те тупӑннӑччӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи «Юрма» агрохолдингра Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулнӑ. Предприятин ертӳҫи Владимир Ермолаев савут валли ҫӗре ятарлӑ тӗллевпе куҫарнӑ. Ӗҫе пуҫӑнма ҫак эрнере район администрацийӗнче ирӗк илме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Савут кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлесе гранула кӑларма тытӑнӗ.
Шупашкар районӗнче педиатрсем ҫитмеҫҫӗ. Ку ыйтӑва паян район администрацйӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Шупашкар районӗн пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Елена Сапрунова каланӑ тӑрӑх, халӗ Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле практика офисӗнче, Тутаркассинчи участок пульницинче, Ишлейри пульницӑра, Тренькассинчи пӗтӗмӗшле практика офисӗнче педиатрсем ҫук. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр шкулта, Тутаркассинчи участок пульницинче ача-пӑча медицина сестрисем кирлӗ.
Халӗ ҫамрӑк тухтӑрсене яла «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗшӗн 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. Ҫапах, Елена Сапрунова каланӑ тӑрӑх, ку кадрсен дефицитне татса памасть. Вӑл кӳршӗ регионсенче педиатрсене ӗҫлеме килнӗшӗн укҫа уйӑрса панисӗр пуҫне (хӑш-пӗр тӑрӑхра ку тӳлев 3 миллиона та ҫитет-мӗн) хӑтлӑ ҫуртпа (тӗпӗнрех каласан, коттеджпа) тивӗҫтернине пӗлтернӗ.
Педиатрсем ҫитменнине кура ачасене вакцинаци тумашкӑн ялсене тухса ҫӳрекен бригадӑсем йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакансем те малашне ҫӗнӗ ФАПа ҫӳреме пуҫлӗҫ. Унти 250-а яхӑн ҫынсӑр пуҫне кӳршӗллӗ Ырашпулӑхӗнчи 120 ытла ҫын та пулӑшу ыйтма унта кайӗ. Паян ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Сывлӑх сыхлав учрежденийӗн хӗрлӗ хӑйӑвне каснӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумӗ —хысна, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Альбина Егорова, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тата ыттисем пулнӑ.
ФАПа, ҫӗнӗ ытти ҫавӑн пек учреждени евӗрех, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма пандус туса хӑварнӑ.
Фельдшерпа акушер пунктӗнче отрасльти пуян опытлӑ Калерия Иванова ӗҫлет. Тухтӑрта вӑл 38 ҫул ытла тӑрӑшать.
Кӳкеҫ поселокӗ юлашки ҫулсенче сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать. Унта пӗрин хыҫҫӑн тепри нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ. Поселок аталаннипе пӗрлех ӑна хӑтсӑрлатакансем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра паян ирпе сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Пост авторӗ ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем патӗнчи лаптӑк ҫӑрӑлакан вырӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавӑншӑн айӑплисем — автомобильсем.
Нумаях пулмасть район центрӗнче спорт лапамӗ йӗркеленӗ. Анчах ун патӗнчи курӑк ҫине те машинӑсем хӑпарса кайма тытӑннӑ. Вӗсем хӑйсен автомобилӗсене малтан ҫӑрса пӗтернӗ вырӑна лартасшӑн мар иккен. «Аплах пулсан ку ҫерем те ҫӑрӑлчӑка ҫаврӑнӗ», — пӑшӑрханать Татьяна Степанова ятлӑ хӗрарӑм.
«Кӳкеҫ лицейӗнчи пухура пултӑм. Лицей ертӳҫисем тӳрре тухма сӑлтав тупни тӗлӗнтерет», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче «Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра ятне пытарма ыйтнӑ пӗр ҫын.
Пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем шкул ҫивиттине юсассишӗн подрядчик айӑплӑ, пахалӑхсӑр апатшӑн — ҫӗнӗ поварсем тата ытти те тесе тӳрре тухнӑ имӗш.
Пост авторӗ лицей Шупашкар районӗнчи чи лайӑх шкулсенчен пӗри шутланнине асӑннӑ. Асӑннӑ поселокри 1-мӗш шкул пирки те ҫырнӑ. Унта ертӳҫӗ улшӑннӑ иккен. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа пӗр уйӑх ҫеҫ пулин те ашшӗ-амӑшӗ лайӑххине кӑна каланине ҫырнӑ.
Пост авторӗ лицее вӗренме вырнаҫассипе, унти столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начаррипе ҫыхӑннӑ кӑмӑлсӑрлану пуррине те палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче ӗнер пуҫлӑхсем ылмашнӑ. Ҫук-ха, спикер мар. Парламентри партисенчен пӗрин, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин, ертӳҫине улӑштарнӑ. Асӑннӑ партин депутачӗсен лидерӗ пулма Альбина Егоровӑна шаннӑ. Вӑл — парламентӑн ертӳҫин ҫумӗ.
Альбина Егоровна — Шупашкар районӗнчи Апаш ҫынни. Унтах пурӑнать. Шупашкар район администрацийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче те тӑрӑшнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцин ертӳҫинче малтан Вячеслав Рафинов пулнӑччӗ. Сӑмах май, вӑл та — Шупашкар район ҫынни.
«Социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ май унта та ӗҫ ҫитет. Отставкӑна яма хам ыйтрӑм», — пӗлтернӗ Вячеслав Рафинов Александр Белова журналиста.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществине йӗркеленнӗренпех ертсе пынӑ, кайран РФ Федераци Канашне сенатора суйланнӑ Вадим Николаев тӗлӗшпе тӗпчев пуҫарма йышӑннӑ. Кун пирки «Коммесарнтъ» кӑларӑм пӗлтерет. Унта ҫырни тӑрӑх тӗпчев пуҫарма РФ Следстви комитечӗн Тӗп аппарачӗ хистени сисӗнет.
Аса илтерер, Вадим Николаев хыҫҫӑн предприятине Игорь Мяснянкин ертсе пыма тытӑнчӗ. Кайран хапрӑкра шалу вӑхӑтра тӳлейми, чӑх-чӗп валли апат туянайми пулса кайрӗҫ. Энергоресурссемшӗн те парӑм пухӑнма тытӑнни ҫиеле тухрӗ.Ҫӗнӗ пуҫлӑх тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май Вадим Николаев ячӗ те сиксе тухнӑ иккен. Предприятие вӑл ертсе пынӑ чух та иккӗленӳллӗ пулӑмсем пулса иртнӗ имӗш.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейри апат пирки тавлашу сиксе тухнӑ. «Ҫак апат 50 тенкӗ тӑма пултараймасть», — ҫырса хунӑ поста вырнаҫтарнӑ автор. Сӑмахне ӗнентерме вӑл сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Унта — темиҫе турамран тӑракан шаркку, пӗр касӑк помидор.
«Урӑх нимӗн те ҫитермеҫҫӗ-им: яшка, иккӗмӗш блюдо, компот?» — тӗлӗннӗ пӗри. «Капла гастритпа чирлеме те часах», — хушса хунӑ тепри.
Ирхи апат 23 тенкӗ тӑрать имӗш, кӑнтӑрлахи — 46 тенкӗ. Пӗр амӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ лицейӗнче пилӗкмӗш ҫул ӗнтӗ (унӑн ачи шӑпах ҫавӑн чул унта вӗренет-мӗн) начар апатлантараҫҫӗ. Кӑмӑлсӑрлансан та усси ҫук тесшӗн вӑл. Ҫав вӑхӑтрах теприсем ачасем сиенлӗ тӗрлӗ апата (васкавлӑ пӗҫерекен макарона, газлӑ пылак шыва...) хӑнӑхса лартнипе тиркесшӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шкул администрацийӗ тавлашӑва хутшӑнман — унта унӑн официаллӑ хуравӗ ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |